Пушӑ вӑхӑтра, уйрӑмах хӗллехи кунсенче, ҫӗнӗ хыпар-хӑнар пӗлес тесе кӳршӗ-аршӑ патне сӑмахлама каҫса ларасси — авалтанах пыракан ырӑ йӑла. Акӑ ӗнтӗ итлес пеккине илтнӗ, пӗлес пеккине пӗлнӗ: киле таврӑнма та вӑхӑт. «Татах килсе ҫӳре. Ҫын-мӗн е тӑван килсен вара калаҫса сӑмах пӗтмест. Авӑ куратӑн-и, кушак питне ҫӑвать, вӑл вара, хӑвах пӗлетӗн, хӑна килессе пӗлтерет», — тет кинемей кӳршине ӑсатса янӑ май.
«Кушак питне ҫусан хӑна килет» тенине К.Иванов та «Нарспи» поэмӑра ытарлӑн ҫырса кӑтартнӑ. «Е сак ҫинчи кушакӗ питне ҫума пуҫласан-апат хатӗр хӑнашӑн», — тет. Ку кӑна та мар, кушак ҫак вӑхӑтра хӳрине хӑш еннелле кӑтартать — ҫав енчен хӑна килессе кӗтмелле иккен. Апла тӑк кинемей хӑна киличчен пӳрт-ҫурта тирпей-илем кӗртме, ӗҫме-ҫиме те хатӗрлесе хума пултарать-мӗн. Хӑни чӑнах та килсен: «Калатӑп ҫав паян хӑна килет тесе, кушак пикенсех питне ҫурӗ. Вӑл сана кӗтнӗ иккен, атя, ирт тӗпеле», — тесе ыр суннӑ.